Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ентешлĕхĕн черетлĕ уявĕнче

Ентешлĕхĕн черетлĕ уявĕнче

Шупашкарти Юрий Карпов ертсе пыракан «Елчĕк ентешлĕхĕ» обществăлла организаци муниципалитет округĕн администрацийĕпе, территори пайĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени юлашки тапхăрта самаях палăрать. Çакна тĕп хулари ентешсем округри ялсенче пĕрлехи уявсем йĕркелени те уççăнах çирĕплетет.

Обществăлла пĕрлĕхĕн черетлĕ мероприятийĕ Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнче иртнĕ. Уява яланхиллех тĕплĕн хатĕрленни куçкĕрет: тĕрленĕ пуканесен, минтерсен, алмазран хатĕрленĕ картинăсен куравĕсене йĕркеленĕ, куçа йăмăхтаракан чечексен тĕнчи те илĕртỹллĕ. Культура ĕçченĕсем хăйсен укçи-тенкипе сцена чаршавне çĕнетме те мехел çитернĕ.

Уява хутшăннисене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕксен ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов, Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн начальникĕ Лариса Ильина тата ыттисем саламланă, вырăнти халăхăн ĕçченлĕхĕпе хастарлăхне, пуçарулăхĕпе тараватлăхне уйрăммăн палăртнă. Чи пултаруллисене вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, округ администрацийĕн, ентешлĕхĕн тата ытти тытăмсен Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

Уяв юрă-кĕвĕсĕр епле-ха? Алексейпе Андрей Шадриковсем, Юрий Кашкăр, Ульяна, Наталийăпа Вениамин Муллинсем тарăн шухăшлă хайлавсемпе пĕр çĕклентернĕ, пĕр куççульлентернĕ куракансене.

Спорт лапамĕнче вара сывă пурнăç йĕркине парăннисем футбол, волейбол вăййисенче, армрестлингра канăçлăх тупнă. Кунта та чыславсăр иртмен.

Савăнăçлă мероприятин спонсорĕсене вара ятран асăнни кирлех. Вĕсем: В.А.Павлов, А.Ю.Викторов, А.В.Романов, В.И.Галкин, Ю.А.Тетмуков, А.Ф.Шадриков, Б.П.Головин, В.Н.Дубинов, А.В.Петров, Л.В.Ахмерова, Ю.В.Ермолаев.

Хаçатра маларах пĕлтернĕчччĕ ĕнтĕ: майăн 27-мĕшĕнче (шăматкун) Шупашкарти «Амазони» этнопаркра Елчĕк ен ентешлĕхĕн уявĕ иртет. 11 сехетре уçăлакан мероприятие пурне те хапăл тăваççĕ. Паркри сцена çинче хамăр енре кун çути курнă эстрада юрăçисем, ташă ăстисем, уйрăм ансамбльсем хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.

Спорт вăййисем, куравсем иртĕç, ăсталăх лаççисем ĕçлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code